Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Чури паттăрсем


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Пирĕн таврара икĕ улăп пурăннă тет. Вĕсем сĕре вăйлă пулнă, йывăçсенчен те çӳллĕ пулнă. Вĕсем пиччĕшпе шăллĕ пулнă. Пĕр пиччĕшĕ Атăл леш енчи йăлăмра пурăннă, тепри — ку енче, сăрт çинче пурăннă. Вара пĕрне пуртă кирлĕ пулсан тепри ăна Атăл урлă тепĕр енчен ывăтса панă. Çавăн пек вăйлă пулнă вĕсем. Чури паттăр тенĕ вĕсене. Чури паттăрсем карапсене те пуççапмасăр ирттермен тет. Хăйсем вара çынсене çаратса пурăннă.
    
    1973 ç. Чăваш Енěн Муркаш районěнчи Шомикре И. Кузнецовăран Н. И. Егоров çырса илнě. ЧПГĂи ĂА, III, 396, 32с.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки